Ут-лаша — тӗлӗнмелле выльӑх. Ахальтен мар ӗнтӗ пирӗн мӑн асаттесем ҫак чӗрчунсене юратнӑ, чи хисеплисен йышӗнче тытнӑ. Лаша таврашӗ вӗсене ӗҫре кӑна мар пулӑшнӑ, ҫавӑн пекех кӑмӑлӗсене те ҫӗкленех ӗнтӗ. Хальхи вӑхӑтра та ав психологсем лашасем чуна лӑплантарма, кӑмӑла ҫӗклеме пултарни пирки калаҫҫӗ.
Ҫакна шута илсех ӗнтӗ иртнӗ шӑматкун Ҫӗнӗ Шупашкарти 3-мӗш вӑтам шкул ачисем хулапа юнашар вырнаҫнӑ лаша витине ҫул тытнӑ. Авал Тӗкӗрҫ ялӗсем (халь вӗсен вырӑнӗнче — Ҫӗнӗ Шупашкар) пулнӑ лаптӑкра вӗсене лашасем, ашаксем, понисем кӗтсе илнӗ. Ачасем вӗсем валли парнесем те илсе кайма манман — сахӑр, кишӗр, панулми. Инструкторсем пӑхса тӑнӑ май ҫак ҫимӗҫсемпе лашасене хӑналанӑ.
Паллах, утланса лармасӑр, ярӑнмасӑр лаша витинчен шкул ачисем кайман. Пӗтӗмешле вара вӗсене кунта килӗшнӗ, питӗ хаваслӑн таврӑннӑ вӗсем.
Раҫҫейре «Олимп урокӗ» акци иртнӗ. Унпа килӗшӳллӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш шкулта Сочири Олимп вӑййисене хутшӑннӑ Елена Муратовӑпа тӗлпулу иртнӗ. Могулҫӑ вӗрентекен ӗҫне хӑйӗн ҫинче тӗрӗсленӗ: шкулта ӑс пухакан 50 ачапа физкультура урокне ирттернӗ.
Аса илтерни вырӑнлӑ: «Олимп урокӗ» акцие РФ Олимп комитечӗ пуҫарнӑ. Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Раҫҫӗйри шкулсенче Сочире пирӗн ҫӗршыв чысне хӳтӗленӗ спортсменсемпе уроксем иртнӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш шкулта урока вӗҫлесен Елена Муратова юнашар вырнаҫнӑ Олимп резервӗсен училищине кайнӑ. Вӑл унта студентсемпе курнӑҫнӑ. Спортсменка тренировкӑсем пирки, Сочири ӑмӑртусем ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Студентсемпе Сочири Олимп вӑййинче пулнӑ тепӗр виҫӗ ҫын та калаҫнӑ: хыпарсен Олимп службинче ӗҫленӗ Галина Чеботарева, Олимп резервӗсен Ҫӗнӗ Шупашкарти училищин воспитанникӗ Евгений Паркин тата 2-мӗш спорт шкулӗн директорӗ Николай Николаев. Николайпа Евгений Сочие спортсменсене хавхалантарма кайнӑ.
Пушӑн 2-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче 9-11-мӗш классенче вӗренекен ачасем тата студентсем валли тӗнчери ӳнер културипе II республика олимпиади иртнӗ. Олимпиадӑна Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчи, Комсомольски, Канаш, Муркаш районӗсенчи шкулсенче вӗренекенсем, Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищин, Шупашкарти механикӑпа технологи колледжӗн, Сӗнтӗрвӑрринчи 11-мӗш училищӗн студенчӗсем хутшӑннӑ.
«Професси пӗлӗвӗ паракан шкулсен студенчӗсем» номинацире Анастасия Павлова (Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищи) 1-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Антон Романов (Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищи) 2-мӗш вырӑн илнӗ. Анна Ивановӑпа Екатерина Николаева (иккӗшӗ те Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищинчен) 3-мӗш пулнӑ. «Шкулта вӗренекенсем» номинацире Ульяна Василькова (Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимнази) чи маттурри пулнӑ. Ҫав хулари 2-мӗш шкул вӗренекенӗ Виктория Анисимова та 1-мӗш вырӑна тухнӑ. Татьяна Трофимова (Шупашкарти 28-мӗш шкул) 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ.
Спорта аталантарма кӑҫал Чӑваш Ене федераци хыснинчен 334,5 миллион тенкӗ килмелле, килес ҫул — 433,5 миллион. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева Раҫҫейӗн спорт министрӗ Виталий Мутко пӗлтернӗ.
Кӗмӗле спорт объекчӗсем тума тата юсаса ҫӗнетме ярӗҫ. 100 миллион тенке, сӑмахран, районсенче 10 стадион тума уйӑрӗҫ. Укҫа Ҫӗнӗ Шупашкарти «Сокол» пӑр керменне, Чӑваш Енӗн пӗрлешӳллӗ ушкӑнӗсем хатӗрлекен центра, тӗп хули 2-мӗш спорт шкулне юсаса ҫӗнетме, Шупашкарти «Олимпийский» стадионта пӑр керменне, ҫавӑн пекех маунтинбайк центрне тума ҫитмелле.
Украина гражданинӗ А. Раҫҫее 10 ҫул каялла килнӗ, Чӑваш Республикинчи Канаш хулинче пурӑнма тытӑннӑ. Анчах — саккунсӑр майпа. Арҫын ют ҫӗршыв ҫыннисем е гражданствӑсӑр сӑпатсем Раҫҫей Федерацийӗнче пулнӑ чухне правасене кӑтартакан саккуна пӑснӑ.
Ют ҫершыв ҫыннисем Раҫҫей Федерацийӗнче визӑсӑр 90 талӑк пурӑнма пултараҫҫӗ. Ҫӳлрех асӑннӑ Украина ҫынни вара? Канаш районӗн судне акӑ мӗнле ӑнлантарнӑ: 2004 ҫулта вӑл Канаш хулинчи паспорт сӗтелне кайнӑ, Раҫҫей гражданствине илме ирӗк ыйтнӑ-мӗн. Анчах унӑн ыйтӑвне пӑхса тухман. Унтан вара хӑй Украина гражданинӗн паспортне ҫухатнӑ пулать. Кун пирки вара йӗрке хуралӗн органӗсене пӗлтермен: административлӑ яваплӑхран хӑранӑ.
С. гражданинпа та ҫакнашкалтарах лару-тӑру сиксе тухнӑ. Унӑн та — Украина гражданстви. Арҫын 2012 ҫултанпа Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑннӑ, пирӗн ҫӗршывра пулмалли йӗркене пӑснӑ: миграци шутне тӑман, Раҫҫейре пулма юранине ӗнентерекен документсемсӗр пурӑннӑ, каялла таврӑнма хирӗҫленӗ, кунта саккунлӑ майпа пурӑнмашкӑн ирӗк илме миграци службине кайман.
Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарти бассейнра арҫын путса вилнӗ. Инкек унӑн ывӑлӗн умӗнчех пулса иртнӗ. Ашшӗ шыв айӗнчен тухманнине кура ача инструкторсене пырса пӗлтернӗ, лешсем туртса кӑларнӑ. Васкавлӑ пулӑшу та чӗннӗ, анчах арҫынна пулӑшма май килмен.
Ҫӗнӗ Шупашкарти инкеке паян правительство ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Спорт министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алексей Яковлев шучӗпе унта «ҫын факторӗ» витӗм кӳме пултарнӑ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, путса вилнӗ арҫын шыв айӗнче ишме юратнӑ. Анчах ҫав енӗпе вӑл нимле федерацинче те тӑман. Бассейнсенче апла майпа ишме ирӗк памаҫҫӗ иккен, мӗншӗн тесен ун валли ятарлӑ инструктор кирлӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев бассейнсенче тата вӑй-хал культурипе спорт учрежденийӗсенче тепӗр хутчен инструктаж ирттерме хушнӑ.
Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче пӗлтӗрхи ҫав вӑхӑтрипе танлаштарсан республикӑра 13 ача нумайрах ҫуралнӑ — ҫут тӗнчене 1 455 пепке килнӗ. Вилекенсен шучӗ вара, шел те, ҫуралакансенчен 4,6 процент нумайрах пулнӑ.
Ҫураласлӑхӑн пӗтӗмӗшле коэффициенчӗ текен ӑнлав пин ҫын пуҫне 13,8 промиллепе танлашнӑ. Пӗлтӗрхи кӑрлачра вӑл 13,7 пулнӑ. Асӑннӑ цифра республикӑри вӑтам кӑтартуран 16 районта: Елчӗк (20,0 промилле), Шӑмӑршӑ (19,4), Элӗк (18,0), Патӑрьел (17,9), Комсомольски (16,6), Хӗрлӗ Чутай (16,2), Ҫӗрпӳ (16,1), Красноармейски (15,5), Йӗпреҫ (15,3), Муркаш (15,1), Тӑвай (14,9), Етӗрне (14,3), Сӗнтӗрвӑрри (14,1), Ҫӗмӗрле (14,0), Шупашкар районӗсенче (13,9) тата Канаш хулинче (15,2) — пысӑкрах.
Ҫуралакансен шучӗ вилекенсенчен Шупашкар, Канаш тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче, Элӗк, Патӑрьел, Комсомольски, Ҫӗрпӳ, Шупашкар районӗсенче иртнӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта ача пахчине ҫӳренишӗн хака хӑпартни пирки ҫынсем паян митинга тухасси пирки эпир хыпарланӑччӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хула влаҫӗсем ачасем унта ҫӳремесен те укҫа тӳлеттермелле йышӑннӑ-мӗн. Апла туни саккуна пӑсни пулать тесе нумаях пулмасть суд йышӑну та кӑларнӑ. Кун пирки ӗнер республикӑн вӗренӳ министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Светлана Петрова пресс-конференцире пӗлтернӗ.
Спутник-хулара ача пахчишӗн тӳлеве пахчана 80 процент таран кайни тӑрӑх ҫирӗплетнӗ иккен. Пӗлменнисем валли кунта кӑштах ӑнлантарса пани кирлӗ-тӗр. Пӗр ача ҫулталӑкӗпех унта ҫӳреймест-ҫке: чирлесси те пулать, урӑх сӑлтава пула килте хӑварни те. Ҫавӑнпа та тӳлеве пахчана вӗҫӗм ҫӳренӗ евӗр (100 проценчӗпех) палӑртмаҫҫӗ. Республикӑра вӑтам хак 75 процентпа йышӑннӑ теҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Сироткин йышӑнӑва ача пахчисен пуҫлӑхӗсемпе пӗр шухӑшлӑ йышӑннине пӗлтернӗ. Вӗсен ертӳҫисем ашшӗ-амӑшне йӗркеллӗ ӑнлантарса паман учрежденисенче кӑна йышӑнӑва ӑша хывса илеймен пулать. Ача пахчине ҫӳремен вӑхӑтшӑн вара заведующисем тӳлеттермесен те пултараҫҫӗ — ҫакна вӗсен хӑйсем тӗллӗн татса памалла-мӗн.
Ҫӗнӗ Шупашкарта тӑвакан «Хӗвел» савута хута ярас вӑхӑта тем тӗрлӗ те асӑнкаласа пӑхрӗҫ. Халӗ ҫӗнӗ информаци пур. Асӑннӑ общесмтвӑн тулаш ҫыхӑну енӗпе ӗҫлекен управленйиӗн пуҫлӑхӗ Антон Усачев Regnum информаци агентствине ҫак уйӑхӑн вӗҫӗнче тӗрӗслеттермелле ӗҫлеттерсе ярассине пӗлтернӗ. Пуҫӗпех вара вӑл кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче ӗҫлесе каймалла.
Малтанласа савута 2011 ҫул вӗҫӗнчех ӗҫлеттерсе ярасси пирки калаҫнине хӑшӗсем астӑваҫҫӗ те пулӗ. Ун чухне проект хӑвачӗ ҫине 2012 ҫулхи пӗрремӗш кварталта тухас пек юмахлатчӗҫ. Кайран 2013 ҫулхи ҫӗртме теме тытӑнчӗҫ, унтан чӳк уйӑхӗ терӗҫ. Кайран кӑҫалхи нарӑс вӗҫӗнче уҫасси пирки сӑмах тухрӗ. Мӗнех, пуш уйӑхӗн вӗҫӗччен пурӑнсан курӑпӑр.
Ҫӗнӗ Шупашкарта ача пахчишӗн хаксене хӑпартни пирки, унпа килӗшменнипе митинга пухӑнма шут тытни пирки эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Халӑха пушӑн 1-мӗшӗнче шӑматкун пухма шухӑшлаҫҫӗ.
Анчах, «ПроГород» хаҫат хыпарланӑ тӑрӑх, тӳре-шара чӑрмав кӳрес тесе ҫав куна ача пахчисенче Ҫӑварни уявлама шут тытнӑ иккен. Амӑшӗсенчен пӗри каласа панӑ тӑрӑх пӗлтӗр ҫак уява ача пахчисенче канмалли мар кунра ирттернӗ, кӑҫал вара шӑматкуна куҫарнин сӑлтавӗ шӑп та халӑха пухӑва ярас маррипе ҫыхӑннине кӑтартать имӗш.
Халӑх пухӑвне йӗркелекенсенчен пӗри — Наталия Смирнова — ӗнентернӗ тӑрӑх пухӑва ирттереҫех. Ирӗк паракан хута хула влаҫӗсем алӑ пуснӑ-пуснах йӗркелӳ коммитечӗ унта тӗрӗсмарлӑхпа килӗшмен пур ашшӗ-амӑшне те кӗтет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |